Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесен форумне пуҫласа ирттерӗҫ. Унта республикӑри хастар ҫемьесене пухма палӑртнӑ.
Мероприятие республикӑ Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви Чӑваш Енри ҫамрӑк ҫемьесен ассоциацийӗпе пӗрле йӗркелӗ.
Форума мӗнпур муниципалитетри 58 ҫемьене йыхравланӑ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче 4 темӑпа лапамсем йӗркелӗҫ: «Ҫемье усламӗ. Социаллӑ контракт», «Ҫемье медицини, демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатассинче репродукци сывлӑхӗн культури тӗп факторсенчен пӗри», «Ҫемье туризмӗ», «Амӑшлӑх телейӗ».
Форум ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Солнышко» уйлӑхра ирхи 9 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен иртӗ.
Йывӑрлӑха лекнӗ хӗрарӑмсене пулӑшассине Чӑваш Енре анлӑлатасшӑн.
Пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшакан сакӑр центртан тӑракан сеть йӗркелесшӗн. Ӑна пирӗн республикӑра 2025 ҫул тӗлне ӗҫлеттерсе ярасшӑн.
Паянхи куна ун пек нумай функциллӗ центрсем Шупашкарта тата Ҫӗмӗрлере пур. 2023 ҫул вӗҫне Шупашкарпа Канашра ӗҫлеттерсе ярасшӑн. 2025 ҫул тӗлне ун пеккисене тата тепӗр тӑваттӑ йӗркелесшӗн: Шупашкарта, Вӑрмарта, Улатӑрта, Ҫӗнӗ Шупашкарта.
Асӑннӑ центрсен сетьне Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви, халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрсен уҫмалла.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче икӗ конкурс ирттернӗ. Иккӗшӗ те вакансисемпе ҫыхӑннӑ.
Ҫӗмӗрлери халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн директорӗ пулма кадр резервне палӑртма йӗркеленӗ конкурсра икӗ кандидата суйласа илнӗ: центрӑн хальхи директорне Елена Волковӑна тата Валентина Якутенока. Ҫав хӗрарӑм хальхи вӑхӑтра Шупашкарти Ленин районӗнчи халӑхӑн социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшать.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн директорне суйламалли конкурс вара пулса иртмен — кандидатсем пулман-мӗн.
Республикӑри социаллӑ учрежденисене те реорганизацилеҫҫӗ текен сӑмах унччен тухнӑччӗ-ха. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине пӑхӑнакан ҫав учрежденисене пӗрлештерме тытӑннӑ.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ йышӑнура палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, Улатӑрти халӑхӑн социаллӑ Ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра тата унти Ҫул ҫитменнисен реабилитаци центрне пӗр ҫӗре пӗрлештерме йышӑннӑ. Асӑннӑ хысна учрежденийӗсем малашне пӗр организаци пулса тӑрӗҫ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ертӳҫӗсен кадр резервне йӗркелеме конкурс ирттерет.
Кадр резервне Патӑрьелти, Шупашкарти, Ҫӗрпӳри халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрсем тата Шупашкарти ачасен реабилитаци центрӗ валли хатӗрлеҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисен заявленийӗсемпе докуменчӗсене ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче йышӑнма тытӑннӑ, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йышӑнса пӗтерӗҫ.
Чӑваш Енри ача ҫурчӗсем ӳлӗмрен пӗр орган тытӑмӗнче пулӗҫ. Кун пирки республикӑн Элтеперӗ ҫумӗнчи ятарлӑ канашӑн ӗнерхи ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Унта Ачалӑх вунӑҫуллӑхӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисем пирки калаҫнӑ. Опекӑпа попечительство органӗсене 2024 ҫулччен пӗр органа пӑхӑнмалла тӑвасси пирки те сӑмах хускатнӑ.
Ларура палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки 15 ҫулта пирӗн республикӑра тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасен йышӗ икӗ хутчен чакнӑ. Паян ун пек ачасен йышӗ 2,4 пинпе танлашать. Тӑлӑхсене тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнисене ҫемьене илесси те икӗ хута яхӑн ӳснӗ.
Паян пирӗн республикӑра тӑлӑх ачасен пилӗк организацийӗ ӗҫлет. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ (Пӑрачкаври ача ҫурчӗ, Шупашкарти тата Ҫӗмӗрлери тӑлӑх тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасен центрӗсем) Чӑваш Енӗн Вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министерствине пӑхӑнса тӑраҫҫӗ, «Малютка» ача ҫурчӗ — Сывлӑх сыхлав министерствине, Кӳкеҫри ӑсран аталанса ҫитеймен ачасен интернат-ҫурчӗ — Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине. Вӗсене ӳлӗмрен пӗр орган тытӑмне куҫарасшӑн.
Чӑваш Енре ӗҫсӗрлӗх шайӗ — 0,81 процент. Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне пирӗн тӑрӑхра ӗҫсӗр 4896 ҫынна шута илнӗ. Ӗҫлекенсен пӗтӗмӗшле шутӗнчен ку вӑл 0,81 процент пулать. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 23 пин те 462 ҫынна ӗҫе вырнаҫма пулӑшнӑ.
Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ организацийӗн методологийӗпе шутласан, кӑҫалхи ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче ӗҫсӗрлӗх хисепӗ пирӗн республикӑра 2,9 процентпа танлашнӑ. Ку цифрӑна Чӑвашстат илсе кӑтартнӑ.
Паянхи куна илсен, ӗҫсӗррисем уйӑхсерен 1500 тенкӗрен пуҫласа 12 792 тенкӗ (ку чи пысӑк виҫе) таран илсе тӑраҫҫӗ. Малтанхи виҫӗ уйӑхра ӗҫ укҫин 75 процентне тӳлеҫҫӗ, анчах ҫав сумма ӗҫсӗррисене паракан чи пысӑк виҫерен иртмелле мар, тепӗр виҫӗ уйӑх – 60 процент, анчах вӑл укҫа 5 пинтен иртмелле мар.
Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти «Аспект» вӗренӳпе методика центрне Иван Архипов ертсе пыма тытӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви Инстаграмра паян пӗлтернӗ.
«Аспект» вӗренӳпе методика центрӗ эпир маларах асӑннӑ ведомствӑна пӑхӑнать. Вӑл ҫынсене ҫӗнӗ профессие алла илме пулӑшать, хушма пӗлӳ илсе професси шайне ӳтерме те унта май пур. Ӗҫсӗр ҫынсем патшалӑх шучӗпе вӗреннипе пӗрлех «Аспектра» кирек кам та тӗрлӗ ӑсталӑха укҫа тӳлесе илейрет.
Коллектива ҫӗнӗ ертӳҫӗпе республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ Александр Колесников паллаштарнӑ. Сӑмах май, Колесников хӑй те унччен «Аспектра» ӗҫленӗ, унта директор пулнӑ. Иван Архипов пирки каласан, вӑл маларах Чӑваш Енӗн Правительствинче тимленӗ.
Чӑваш Республикин халӑхӑн ӗҫлӗх центрне ертсе пыма Виктор Ковалёва ҫирӗплетнӗ. Унпа коллектива республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшнче паллаштарнӑ. Виктор Михайлович асӑннӑ центрта унччен ертӳҫӗ тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Ҫавӑнпа та коллективра тӑрӑшакансем ӑна япӑх мар пӗлеҫҫӗ.
Виктор Ковалёв ӗҫлӗх службинче 1999 ҫултанпа тӑрӑшать. Малтан специалист пулнӑ, унтан Ӗҫлӗх центрӗн Етӗрне районӗнчи пайне ертсе пынӑ. Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче ӗҫлесе те вӑл самай опыт пухнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ.
Ӗнер Йӗпреҫ районӗнче республикӑн ӗс тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова пулнӑ. Вӑл райадминистраци пуҫлӑхӗпе Игорь Семёновпа тӗл пулнӑ, унтан комплекслӑ центрта тӑрӑшакансемпе канашлу ирттернӗ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче министр Нина Максимова директорпа паллаштарнӑ. Алена Геннадьевна Нина Геннадьевнӑна саламланӑ, ертӳҫӗ должноҫӗнче ӑнӑҫу суннӑ.
Канашлура вара кӑшӑлвирусран асӑрханас мерӑсене сӳтсе явнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |